Ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхалӗнчи вӑтам шкулта Чӑваш чӗлхи кунне халалласа «Сарпи вулавӗсем» пултарулӑх кунӗ иртнӗ.
Сумлӑ хӑнасене — Чӑваш Республикин вӗрентӳ министрне Юрий Исаева, Вӗренӳ институчӗн проректорне Светлана Петрована, чӑваш халӑх поэтне Юрий Сементере, Раиса Сарпипе Альбина Юрату сӑвӑҫсене, Патӑрьел районӗн администрацийӗн вӗрентӳ, ҫамрӑксен политикин, физкультурӑпа спорт управленийӗн пуҫлӑхне Ирина Рубцована — чӑваш кӗпи, тухья тӑхӑннӑ, тӗрӗллӗ тутӑр ҫыхнӑ, саппун ҫакнӑ ачасем кӗтсе илнӗ. Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем те, ялти фольклор ушкӑнне ҫӳрекенсем те вӑйӑ картине хутшӑннӑ.
«Алран кайми аки-сухи» чӑваш халӑхӗн гимнне пурте пӗрле тӑрса юрланӑ хыҫҫӑн ачасем чӑваш чӗлхи илемӗ, унӑн хӑвачӗ ҫинчен сӑвӑсем вуланӑ. Иван Яковлев халалне тӗрлӗ чӗлхепе вуласа панӑ: Настя Михайлова — чӑвашла, Саша Васильев — вырӑсла, Таня Терентьева Таня — акӑлчанла.
Конкурса хутшӑнакансем «Раиса Сарпи, Альбина Юрату сӑввисене вуласси», «Раиса Сарпипе Альбина Юрату сӑввисемпе кӗвӗленӗ юрӑсене юрласси» номинацисемпе тата Иван Яковлев калавӗсем тата Раиса Сарпи юмахӗсем тӑрӑх хатӗрленӗ инсценировкӑсене выляса тупӑшнӑ.
Паянхи Чӑваш чӗлхи кунӗпе ентешӗсене Патӑрьел район пуҫлӑхӗ Михаил Петров тата райадминистраци пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов та саламланӑ. Ӑна район администрацийӗн сайтӗнче вырнаҫтарнӑ.
«Ҫак пысӑк уяв чӑваш халӑхне ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлевич Яковлевӑн ҫуралнӑ кунӗпе пӗр килет: чӑваш чӗлхи тата Иван Яковлевич пӗр ҫыхӑнура тӑраҫҫӗ. Яковлева пула, вӑл тунӑ алфавит витӗмӗпе, халӑхӑмӑр вулама-ҫырма пуҫланӑ. Аслӑ вӗрентекенӗмӗр хатӗрленӗ кӗнекесене вуласа пӗлӗве, тӗнче курӑмне ӳстернӗ», — тенӗ саламра.
Унтан Патӑрьел районӗнче те тӑван чӗлхене сыхласа хӑварас енӗпе пысӑк ӗҫсем тунине, килес ӑру валли иксӗлми пуянлӑха: йӑла-йӗркене, культурӑна, чӗлхене сыхласа хӑварас тӗлӗшпе тӑрӑшнине палӑртса хӑварнӑ.
«Юнпа ҫеҫ мар, чунпа та чӑваш пулар, атте-анне чӗлхине хисеплер!", — тесе вӗҫленӗ Патӑрьел район пуҫлӑхӗ Михаил Петров тата район администраци пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов алӑ пуснӑ салама.
Ӗнер, Чӑваш чӗлхи кунӗ умӗн республикӑра тата унӑн тулашӗнче «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2017» акци иртрӗ. Вӗренӳ министерствин сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх унта пурӗ 5 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче ачасем те, аслисем те ваттисем те пулнӑ. Диктанта Геннадий Волковӑн «Ӑслӑ ача» калавӗ тӑрӑх ҫырнӑ.
Пӗтӗм чӑваш диктанчӗн тӗп тӗллевӗ — чӑваш чӗлхин сумне хӑпартасси, халӑх хушшинче унӑн ҫепӗҫлӗхне сарасси.
Чӑваш чӗлхипе диктанта вӗренӳ министрӗн ҫумӗ Алевтина Фёдорова та ҫырнӑ. «Тӑван чӗлхене юратма мӗн пӗчӗкрен хӑнӑхтармалла, ашшӗ-амӑшӗ хӑйӗн пепкине чӑвашла калаҫса ӳстереҫҫӗ пулсан ачи унӑн ҫепӗҫлӗхне, пӗтӗм илемне ачаранах туйса ӳсӗ. Ҫакна вӑл хӑйӗн чунӗнче ӗмӗр тӑршшӗпе упраса пурӑнӗ», — тенӗ вӑл.
Кам мӗнле ҫырни ака уйӑхӗн 27-мӗшӗсенче паллӑ пулӗ.
Чӑваш чӗлхи кунӗ тӗлне
Хура пӗлӗтсем хупласа илчӗҫ Раҫҫейри халӑхсен чӗлхисене. Чӗлхемӗрсем ҫинче, вӑл шутра вырӑс чӗлхи ҫинче те, хура ҫӑхансем явӑнаҫҫӗ.
Юрӑхсӑр тӗрлӗ саккунсемпе хушусем кӑларса, патшалӑх чӗлхесен усӑ курмалли анлӑшне хӗссе пычӗ, шкулти вӗрентӗве пӑтратса тӑчӗ, хыпарлав хатӗр-хӗтӗрӗ — ҫӑткӑнлӑха майлӑ ҫаптарнипе — наци ӑнкарулӑхне сӳнтерме тапаҫланчӗ.
Чӑваш чӗлхипе ӑспурлӑхӗ куҫа курӑнман хаяр хӑрушлӑх умне пырса тухрӗ.
Яш-кӗрӗм наци туйӑмне вуҫех ҫухатрӗ. Тепӗр 10–15 ҫултан чӑвашла калаҫакансен шучӗ ҫурри ытла касса татнӑ пек чакса ларать. Эпир, аслӑ ҫулсенчи ҫынсем, халӑх шӑпи ҫинчен анлӑрах шутламасӑр, ютри лайӑха мухтаса, ҫамрӑк ӑрӑва тӑван ӑс-хакӑлпа чӗлхерен пистертӗмӗр,
Тӳрех каламалла: ҫӗршыв ертӳлӗхӗ харкам хӑйӗн пурлӑхӗ-ырлӑхӗшӑн антӑхать, «единая российская нация» ҫинчен шавласа ҫӗршыври халӑхсен кӑкне-тымарне тӑпӑлтарать. Ку пулӑм Европӑра пачах та ҫӗнӗ ҫӗнӗ мар. Ӑна Раҫҫей нумай хутчен чӑтнӑ. Ҫӗнтернӗ. Халӑхран тухнӑ паттӑрсен пуҫне каснине, халӑх телейӗшӗн тӑракансене хамӑр влаҫ пуҫиле янине, таса ячӗсене элекпе вараланине чӑваш халӑхӗ те пайтах чӑтнӑ.
Чӑваш чӗлхине пӗлнине тӗрӗслес текенсем ыран, ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, 13 сехетре Шупашкарти И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетне, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне, Чӑваш Республикин вӗренӳ институтне, Шупашкарти Н.В. Никольский ячӗллӗ професси колледжне ҫитме пултарассине эпир унчченех пӗлтернӗччӗ. Унсӑр пуҫне районсенче те диктант ҫырӗҫ. Радиоэфирта та диктант текстне ҫав кун кӑнтӑрла иртни пӗр сехетре вулӗҫ.
Маларах эпир диктант ятне юриех асӑнмасӑр хӑварнӑччӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ текст Геннадий Волковӑн калавӗ пулнине ҫеҫ каланӑччӗ. Диктанта ҫыртарассишӗн яваплисенчен пӗри, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, ӑна хӑйӗн сайтӗнче пӗлтернине кура эпир те вӑрттӑнлӑха уҫар: диктант вӑхӑтӗнче «Ӑслӑ ача» калав ҫырма тивӗ.
Муркаш районӗнчи Калайкасси вӑтам шкулӗнче «Чӑваш ачи чӑвашах» фестиваль иртнӗ. Вӗсем шкулта Е.Е. Ерагин пухса йӗркеленӗ шкул музейӗпе, Афган вӑрҫине халалланӑ музейпа, Тури чӑвашсен музейӗ хатӗрленӗ Чӑваш Республикин патшалӑх символӗсем 25 ҫул тултарнине халалланӑ куравпа тата «Чӑваш сурпанӗсем» фотокуравпа, шкул вулавӑшӗнче йӗркеленӗ Зинаида Васильевна тата Петр Яковлевич Мазуркинсен куравӗпе паллашнӑ.
Муркаш район администраци пуҫлӑхӗ Ростислав Тимофеев фестивале уҫнӑ май Муркаш тӑрӑхӗнче чӑвашлӑха аталантарас ӗҫ вӑйланса пынине, тӑван чӗлхене упрасси кашнин тивӗҫӗ пулнине палӑртнӑ. Чӑваш Республикин культура министрӗн ӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Вячеслав Оринов ачасене чӑн-чӑн патриотсем тесе хавхалантарнӑ, чӑваш чӗлхине юратмалли тата ытти халӑх чӗлхисене хисеплемелли пирки каланӑ. Чӑваш Республикин информаци политикин тата массӑллӑ коммуникаци министрӗн ҫумӗ Юлия Стройкова Калайкасси шкулӗнчен тӑван чӗлхепе таса та илемлӗ калаҫма пултаракан журналистсем тухасса шаннине пӗлтернӗ. Тата ытти хӑна та ырӑ сӑмах нумай каланӑ.
«Чӑваш ачи чӑвашах» фестиваль Калайкасси шкулӗнче пуҫласа иртнӗ.
Ҫыравҫӑ-поэтсем вулакансемпе тӗлпулу час-часах ирттерме тӑрӑшаҫҫӗ. Хӑйсен ӗҫӗпе, пултарулӑхӗпе, ҫӗнӗ кӗнекесемпе паллаштарма вӗсем вулавӑшсене, шкулсене, ача пахчисене тухса ҫӳреҫҫӗ.
Альбина Юрату сӑвӑҫ Ҫӗнӗ Шупашкарти «Пилеш» ача пахчине ҫӳрекенсемпе тӗл пулнӑ. Вӗсемпе поэт С. Маршак ячӗллӗ вулавӑшра курнӑҫнӑ.
Альбина Юрату халӑх тетелӗсенчен пӗринчи хайӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасемпе вӑл Чӑваш чӗлхин эрни иртнӗ май тӗл пулнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти 27-мӗш ача пахчине ҫӳрекенсемпе ирттернӗ мероприяти поэта питӗ килӗшнӗ. Вӗсем те поэтпа пӗрле сӑвӑсем вуланӑ. Пӗчӗкскерсем пурнӑҫ пӗлтерӗшӗ пирки чунтан шухӑшланине палӑртнӑ.
Ачасемпе тӗл пулма май туса панӑшӑн Альбина Юрату вулавӑш ӗҫченӗсемпе воспитательсене тав тӑвать.
Финляндири Lionbridge Тампере компани чӑвашла лайӑх пӗлекен инҫет мелӗпе ӗҫлеме хатӗр 4 ҫынна шырать. Чӑваш чӗлхи вӗсемшӗн тӑван чӗлхе пулмалла, ҫавӑн пекех акӑлчанла лайӑх пӗлмелле. Эрнере 15 сехет ӗҫлемелле пулӗ. Компани шыракан ҫыннӑн сӑмахсене категорисем тӑрӑх пайламалла пулӗ — ку ют чӗлхе сӑмахӗ, ку ытти чӗлхесенчен кӗнӗскер, тата ыт. те.
Ӗҫе хутшӑниччен регистрациленмелле пулӗ тата пурне те малтан онлайн мелӗпе тӗрӗслӗҫ. Укҫана PayPal урлӑ тӳлӗҫ.
Ку пӗлтерӳ сире кӑсӑклантарса ячӗ пулсан ҫак электронлӑ адрессемпе ҫыхӑнма ыйтаҫҫӗ: aibike.yessimbekova@lionbridge.com е recruitmentWM.tampere@lionbridge.com.
Чӑваш Республикинчи наципе культура аталанӑвӗн «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ республикӑн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Юрий Исаев патне уҫӑ ҫыру янӑ. Ӑна ҫитсе килекен Чӑваш чӗлхи кунӗпе саламланинчен пуҫланӑ.
Унтан «Ирӗклӗх» пӗрлешӳ «ҫак пӗлтерӗшлӗ уява халалласа пуҫарса янӑ #ЭпӗЧӑвашЧӗлхинеЮрататӑп #ЭпӗЧӑвашлаКалаҫатӑп интернет флешмобне» хутшӑнма йыхравланӑ.
Пур районпа хула шкулӗсене, техникум-колледжсене, аслӑ пӗлӳ паракан шкулсене чӑвашла флешмоба хутшӑнма чӗнсе калакан ҫыру яма ыйтнӑ. Ҫак флешмоб ҫинчен кӗскен пӗлтерме те сӗннӗ ҫав ҫырура.
Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче ӗҫлекенсем тата Юрий Исаев министр «Ирӗклӗх» сӗнӗвне епле йышӑнни хальлӗхе паллӑ мар.
Никколай Иванччӑ — Николай Иванович Егоров, филологи ӑславӗсен докторӗ, профессор; Витталий Иванччӑ — Виталий Иванович Родионов, филологи ӑславӗсен докторӗ, профессор.
Статья тӗшшине сӑнарлӑн кӑтартни. (хаваслӑ шарж тейӗпӗр, хамӑр ӳкермен пулсан та).
1979-мӗш ҫулхи октябрӗн 27-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗн "Ҫӗнтерӳшӗн" хаҫатӗнче В.Г.Родионовӑн "Чӑваш этноним ӑҫтан пуҫланнӑ?" статйи пичетленсе тухнӑ. Ахӑртнех, чӑваш тенине ҫӑваҫ тенипе чӑнласах ҫыхӑнтарас шухӑш чӑн малтан ҫавӑнта палӑрӑннӑ пулмалла.
Малалла ҫав статьях "Тӑван Атӑл" журналта (1980, февраль, 2№) кун ҫути курать.
Ҫав вӑхӑталлах (1980, февраль, 12-13), Шупашкарти гуманитари институтӗнче В.Г.Егоров ҫурални 100 ҫул ҫитнине паллӑ туса ӑслав сессийӗ пулса иртет. Ку сессире Н.И.Егоров "К этимологии этнонима чуваш" ятпа доклад туса парать. Докладӑн тезисӗсем ҫав ҫулах Шупашкарта пичетленсе тухаҫҫӗ (Егоров Н.И. К этимологии этнонима чуваш // Актуальные вопросы чувашского языкознания: Тезисы докладов и сообщений на научной сессии, посвященной 100-летию со дня рождения В.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.08.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ.
| Лашман Степан Митрофанович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Колхоз ялавӗ» (халӗ «Елчӗк Ен») хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Артемьев Александр Спиридонович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, литература критикӗ, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |